Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытассипе 100 балл пухнисен йышӗ Чӑваш Енре икӗ хут ытларах ӳснӗ-мӗн. Тепӗр лайӑх кӑтарту шутӗнче — иккӗ илекенсен шучӗ чакни. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернине шута илсе хыпарлать.
Шкул пӗтерекенсем кӑҫал 14 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Пурин те тытмалли предметсемпе — вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа — тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнисен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал 1,47 процент ӳснӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, экзамена хутшӑннисенчен 97,97 проценчӗ шкул сукмакне вун пӗр ҫул хушши ытахальтен такӑрлатманнине ӗнентерсе панӑ. Чи ӑслӑ ачасем Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Ҫӗмӗрле хулинче теме юрать-тӗр, мӗншӗн тесен унта чи пӗчӗк балран пӗчӗкрех илекен пулман. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ тӑрӑх хакласан, вырӑс чӗлхине тата математикӑна Улатӑр районӗпе хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче начартарах ӑшӑ хывни сисӗнет.
Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле.
Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла.
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре пурӑнакансем ял уявне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ ял 303 ҫул тултарать. Ӑна ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Ҫимӗкре, палӑртасшӑн. Йӗркелӳҫӗсем ҫав куна ытахальтен суйласа илмен — леш тӗнчене ӑсаннӑ тӑванӗсене асӑнма ун чух халӑх та та килсе ҫитет-ҫке.
Уява хатӗрленсе вырӑнти парка халӗ тимлесех хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.
Республикӑра официаллӑ майпа 16 пляжпа шыва кӗмелли вырӑн уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен тӑватшарӑшӗ Шупашкар хулинче тата Муркаш районӗнче пулӗҫ. Етӗрне районӗнче икӗ пляж уҫӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Улатӑр районӗсенче — пӗрер.
Ытти ҫӗрте ҫынсем шыва та кӗмӗҫ, хӗвел айӗнче те хӗртӗнмӗҫ темелле мар-ха. Официаллӑ майпа уҫнӑ вырӑнсене хӑрушсӑрлӑх енӗпе тивӗҫтермелле. Тепӗр майлӑ каласан, ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. Пытармасӑр калас тӑк, «Кунта шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапни вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемшӗн йӳнне ларать. Тата, хамӑр хушӑра каласан, темрен тем пулсан вӗсем ҫине яваплӑх та тийӗнмест.
Сахӑр кӑшманӗ чӑвашсемшӗн анлӑ сарӑлнӑ культура тееймӗпӗр. Ҫапах та ӑна туса илекенсем ҫук мар. Хӑшӗсем ҫӗршыв шайӗнче те палӑраҫҫӗ.
Раҫҫейӗн сахӑр тӑвакансен союзӗ пӗлтӗр «Сахӑр кӑшманӗ акакан Раҫҫейри чи лайӑх хуҫалӑх» тата «Сахӑр туса илекен Раҫҫейри чи лайӑх савут» конкурссем ирттернӗ. Вӗсене нумаях пулмасть пӗтӗмлетнӗ те пирӗн республикӑри виҫӗ хуҫалӑх ҫӗнтернине палӑртнӑ. Чи лайӑххисен шутӗнче — Патӑрьел районӗнчи «Исток» агрофирма, Улатӑр районӗнчи И.А. Сергунина фермер хуҫалӑхӗ тата Комсомольски районӗнчи «Дружба» кооператив. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӗртмен 19-20-мӗшӗсенче Орел хулинче иртекен XII Пӗтӗм тӗнчери сахӑр канашлӑвӗнче чыслӗҫ.
Чӑваш Енре кӑҫалтан хӗвелҫаврӑнӑш ӳстерме шут тытнӑ. Ҫулса выльӑха силос туса пама унччен те аккаланӑ-ха ӑна. Анчах хальхинче тӗшшишӗн ӳстерӗҫ. Чӑвашсемшӗн ҫӗнӗ ӗҫе пуҫараканни — Улатӑр районӗнчи «Игнатово» тулли мар яваплӑ общество. Яваплӑ утӑма пуҫӑниччен хуҫалӑх ертӳҫисем ытти регион опытне тишкернӗ. Кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗнчех, ав, ҫак культурӑна ҫулсерен пиншер гектар ҫинче туса илеҫҫӗ. Акана тухиччен улатӑрсем хӑйсен тӑпра пахалӑхне те хакланӑ. Тата, паллах, хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине вырнаҫтармалли вырӑнсене шыранӑ. Ӑна тип ҫу кӑларакан савут йышӑнать иккен. Хӗвелҫаврӑнӑша специалистсем тухӑҫлӑ культурӑсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Паян унӑн пӗр килограмӗ 15 тенкӗпе каять-мӗн.
Хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине «Kinze 3600» маркӑллӑ икӗ агрегат акать. Харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлама пултараканскер пӗр вӑхӑтрах им-ҫам та сапса хӑварать иккен. Талӑкра 300 гектара яхӑн ҫӗнме хӑват ҫитереҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 2,5 пин гектар акнӑ та иккен. Пӗтӗмпе вара 4 пинтен ирттересшӗн.
«Атте мана шур пӳрт лартса парап тетчӗ йӗтем ҫине чӑрӑш шӑтса тухсан», — ҫапла йӗркесем пурччӗ чӑваш халӑхӗн пӗр юрринче. Самана улшӑннӑ май унти шухӑш пӗр вӑхӑтра ҫивӗчлӗхне ҫухатнӑччӗ. Анчах кайран, ҫӗре аукцион урлӑ туянмалли йӗрке тухсан, укҫа-тенкӗ енчен хӗсӗкрех пурӑнакансен авалхи ҫав юрра тӑсса ярасси кӑна юлнӑччӗ. Ара, малтан ҫӗрне аукционта туян; кайран пӳртне лартма «кӗмӗл» пух. Пуянсем вӑй ҫитерӗҫ-ха, ыттисен вара мӗн тумалла тет? Тӳре-шарапа тӗлпулусем иртнӗ чух та тӗрӗссипе ҫак ыйтӑва ҫынсем час-часах хускататчӗҫ. Йӗрки ҫапла та, лешсен те хулпуҫҫие хӑпартасси кӑна юлатчӗ. Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр тӳлевсӗр уйӑрса парасси пирки саккун тухнӑ хыҫҫӑн лару-тӑру тинех улшӑнчӗ.
Республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗр илме паянхи кун 3 200-е яхӑн ҫемье черете тӑнӑ. Кун пек тӗллевлисем Шупашкар хулинче уйрӑмах йышлӑ-мӗн — 1200-е яхӑн. Тепӗр тесен, кунтан тӗлӗнмелле те мар — тӗп хуламӑрта халӑх йышлӑ пурӑнать-ҫке. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсем ҫӗр илес текенсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ те иккен.
Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене тишкернӗ май маларах эпир ҫурҫӗртисем кӑнтӑртисене ҫитеймеҫҫӗ тесе хыпарланӑччӗ-ха. Чӑн та. Кайри мала епле туртӑнсан та вӗсене ҫитме май килмен. Комсомольскисем, шӑмӑршӑсем тата елчӗксем ҫуртрисене акса вӗҫленӗ. Патӑрьел тата Вӑрнар районӗсем те юлашки гектарсем ҫинче акаҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви Улатӑр, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле районӗсенче ӗҫ майӗпен пынине пӗлтерет. Вӗсенче ҫурри таран та акайман иккен-ха.
Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акса пӗтернисем ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те паян ҫӗрулми лартассипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе ҫав культурӑна 3 пин ытларах гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин пӗрре-пиллӗкмӗш пайне яхӑн.
Ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлекен дирекцине килсе ҫитнӗ ҫӗнӗ 23 «Арена» авторегистратор комплекчӗсем малашне сыхлӗҫ. Куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстерме юратакансем пирӗн республикӑра та самаях ҫитӗреклӗ. Ҫул ҫинче «вӗҫме» кӑмӑлаканнисене пула 2012 ҫулта автоинспекци пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх 2 060 авари шута илнӗ, вӗсенче 265 ҫын вилнӗ, 28 652 ҫын аманнӑ.
«Ҫӗнӗ регистраторсене республикӑн хӑш лаптӑкне лартассине ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче–ҫӗртме пуҫламӗшӗнче ӑмӑрту ирттерсе татса парӗҫ. Кун хыҫҫӑн вара куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстерме юратакансемпе кӗрешекен приборсене вырнаҫтарма пуҫлӗҫ», — пӗлтерет ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне ӳстерекен дирекци пуҫлӑхӗ Владимир Баженов.
Калаҫусем тӑрӑх, акан 29-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ 23 ҫӗнӗ фоторегистратора Улатӑр, Ҫӗрпӳ, Канаш тата Комсомольски районӗсенче вырнаҫтарасшӑн.
Тен, чӑн та, ҫӗнӗ авторегистраторсем ҫул ҫинчи йывӑр лару-тӑрӑва улӑштарӗҫ, автомобилистсене ҫулҫӳреври ятарлӑ йӗркесене пӑхӑнма вӗрентӗҫ — ҫакна шанас килет.
Ҫу кунӗсем ав, кӗҫех таврара «хуҫаланма» тытӑнчӗҫ. Хӗл ытамӗнчен хӑтӑлса, ҫутҫанталӑк ҫӗнӗ ем-ешӗл симӗс тум тумланма тытӑнчӗ те. Ҫурхи кунсемпе пӗрлӗх уйсенче хӗрӳ ӗҫ тапхӑрӗ пуҫланать.
Хӗвеллӗ, ӑшӑ кунсене пула ҫурхи ака-суха ӗҫӗ кӑҫал темиҫе кун маларах пуҫланнӑ. Асӑннӑ ӗҫӗ чи малтанах Елчӗк, Патӑрьел, Улатӑр тата Вӑрнар районӗсем хастаррӑн пуҫарӑннӑ.
Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан ку вӑхӑталла пӗлтӗр 7 пин гектар акнӑ пулсан, кӑҫал вара 20 пине ҫитнӗ.
Ака-суха ӗҫне паянхи куна республикӑри пур район та тытӑннӑ. Апла пулин те Чӑваш Республикин ял-хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ака-суха ӗҫӗн хӗрӳ тапхӑрӗ тин кӑна ҫӗнӗ вӑйсем илме тытӑнни ҫинчен каласа хӑварать.
Ял-хуҫалӑх пуҫлӑхӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал 570 пин гектар акса лартма паллӑртса хунӑ.
Унсӑр пуҫне тата Шупашкар районӗн Тутаркасси ялӗ ҫумӗнчи чӑх-чӗп фабрикине ҫӗнетме, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗнӗ ферма хута яма ятарлӑ проектсем хатӗрленеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |